Паян пӗтӗм тӗнчипех Театр кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӑваш Енре паян профессилле 6 театр ӗҫлет. Раҫҫейре тата чикӗ леш енче ят-сум ҫӗнсе илнӗ коллектив шутне Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне кӗртеҫҫӗ. Вӑл Пӗтӗм тӗнчери опера тата балет фестивалӗсене ҫулсерен йӗркелет. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗсем те ҫынсене хӑйсем патне асамлӑхпа илӗртеҫҫӗ. Пукане театрӗ пирки те лайӑххине кӑна калама пулать. Вӑл коллектив ачасене кӑна мар, аслисене те хӑйӗн ӑслӑ та ӑста пуканисемпе тыткӑнлать. Вырӑс драма тата Ҫӗнӗ Шупашкарти драмӑн сӑнавлӑ театрӗсем те куракансене савӑнтараҫҫӗ.
Паян вара Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри театр конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗн» «хуҫи» — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Нина Яковлева. Ӑна вӑл «Мунча кунӗ» спектакльти амӑшӗн ролӗшӗн тивӗҫнӗ. Арҫын рольне оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Иван Снигирев Отелло сӑнарӗнче чи лайӑх калӑпланӑ тесе йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ытти номинанта та чысланӑ.
Професси пӗлӗвӗ паракан училищесенче професси ӑсталӑхӗн республикӑри олимпиадӑсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе «Отделкӑпа строительство мастерӗ», «Гостиница сервисӗ», «Электрооборудование юскан электромонтёр» профессисемпе чи лайӑххисене палӑртнӑ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче парикмахерсен конкурсӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче вӗренекенсемсӗр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарти политехника тата Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗсенче вӗренекен 7 ҫын хутшӑннӑ. Конкурс вӑхӑтӗнче вӗсем арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫӳҫне касассипе ӑмӑртнӑ, вӑрӑм ҫӳҫе прическа туса кӑтартнӑ.
Арҫын ҫӳҫне касасси Ҫӗнӗ Шупашкарти политтехникумра вӗренекен Марина Дмитриевӑна ҫитекен пулман. Унтах вӗренекен Марина Миронова вӑрӑм ҫӳҫе хитре прическа туса кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫӳҫне касма Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче вӗренекен Татьяна Сандыркина маттуррине кӑтартнӑ.
Сӑнсем (9)
Шупашкарти Филармони залӗнче ача-пӑча чӑваш юррин республикӑри саккӑрмӗш фестивалӗ иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна саккӑрмӗш хут йӗркеленӗ.
Пӗрремӗш суйлав турӗ хыҫҫӑн жюри 11 хор коллективне тата тӗрлӗ ҫулхи 40 солиста юрӑ ӑмӑртӑвне хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта хутшӑнакансен пултарулӑхне ҫулсерен вӑйлӑрах та вӑйлӑрах тӗрӗсленине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхипе шӑкӑлтатса калаҫма пӗлменнисем те конкурса ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ иккен. Ҫавна май вӗсен чӗлхене туптама тивет. Ҫак шухӑша Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан музыка шкулӗнче Ольга Кондратьева та палӑртнӑ. Красноармейскинчен килнӗ Елена Иванова шучӗпе вара конкурс чӑваш чӗлхин, юррин тата кӗввин илемне кӑтартма тата палӑртма май парать.
Гала-концерт ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртмелле.
Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре пушӑн 24–28-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юррисем» фестиваль иртет. Проект авторӗ тата ертӳҫи — РФ халӑх артистки Надежда Бабкина.
Чӑваш Ен марафона иккӗмӗш хут кӗтсе илет. 2008 ҫулта Елчӗк, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче пулнӑ. Кӑҫалхи фестиваль Ҫӗнӗ Шупашкарта пуҫланӗ. Унтан вӑл Куславкка, Элӗк районӗсене, Канаш хулине ҫитӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче гала-концерт пулӗ.
Чӑваш Енре иртекен фестивале 120 ытла артист хутшӑнӗ: Надежда Бабкина тата «Вырӑс юрри» ансамбль, «Слаяне» ансамбль, «После 11» ушкӑн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор (Мускав), казак юррисен «Криница» ансамблӗ (Краснодар), фольклор юррипе ташшин «Айкай» театрӗ (Удмурт Республики), Б.Байрышев тата «Алас» ансамбль (Горно-Алтайск), «Ритмы гор» ансамбль (Владикавказ), «Владимирские рожечники» (Владимир).
Мероприяти программинче ЧР ушкӑнӗсем валли пресс-конференцисем, ӑсталах класӗсем пур. Ултӑ ҫул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Питӗр, Мускав, Орел, Кисан, Ярославль, Пенза, Смоленск облаҫӗсенче, Мари, Ҫурҫӗр Осети-Алани, Буряти, Карели республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай енӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче иртнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта 30 пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтермелӗх ҫӗнӗ турбина хута янӑ. Ӑна спутник-хулари 3-мӗш ӑшӑ электроцентралӗнче (ТЭЦра) вырнаҫтарнӑ.
ТЭЦа 1965 ҫултах туса лартнӑ. Сӑмах май, ҫӗнӗ турбинӑна хута янӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятире электроцентальти пӗрремӗш кӑмакана тата турбинӑна ӗҫлеттерсе янине паянхи пек ас тӑвакан ҫын та пулнӑ. Вӑл — энергетика ветеранӗн, Раҫҫейӗн Топливӑпа промышленноҫ министерствин хисеплӗ ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ, ТЭЦра 55 ҫул ӗҫленӗ Владимир Хрипунов. Ӑна тата ытти хӑш-пӗр ӗҫчене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятран ҫырнӑ сехет парнеленӗ.
Ҫӗнӗ турбинӑна Раҫҫей энергетикин инвестици программине пурнӑҫа кӗртекен программӑпа килӗшӳллӗн хута янӑ иккен. Ун йышшине КЭС-Холдинг текен предприяти ҫӗршывӗпе 18 ҫӗрте пурнӑҫлама палӑртнинчен — тӑххӑрмӗшӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗн «Мерчен» залӗнче Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Наци музыкин, поэзийӗн тата ӳнерӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗн страницисем тӑрӑх» ятлӑ хӑтлав иртнӗ.
Республика шайӗнчи иртекен ҫак фестиваль — Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче час-часах иртекен проект. Пилӗк ҫулта унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Етӗрнери музыка шкулӗсем, ӳнер шкулӗсем, тӗп хулари Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи хутшӑннӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта фестивальте чӑваш чӗлхипе тата литературипе инҫет мелӗпе иртнӗ конкурса хутшӑннисене, унӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Пӗлтӗртенпе «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Ун патне халӗ чӑваш музыка литературипе инҫет мелӗпе ирттерекен олимпиада тата ҫамрӑк музыковедсен республика конкурсӗ кӗрет.
Мероприяти Чӑваш Республикин гимнӗпе уҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн вӗрентекенӗ О.Н.Рузавина юрланӑ. Ҫав шкул вӗренекенӗсем сцена ҫинче пултарулӑхне кӑтартнӑ. Куракансем юрӑҫсен пултарулӑхӗпе киленнӗ май экран ҫинчи слайда пӑхнӑ: чӑваш ӑрӑхӗнчи пейзажсем культура деятелӗсен портречӗсемпе, чӑваш ӳнерҫисен картинисемпе ылмашӑннӑ.
Иртнӗ эрнере иртнӗ Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен комисси ҫул ҫитмен наркомансене палӑртассин тухӑҫлӑхне сӳтсе явнӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви иртнӗ ҫул 413 ҫамрӑк психоактивлӑ япаласемпе усӑ курнине шута илнӗ. 2012 ҫулхинчен ҫак йыш 15 процент нумайланнӑ. Наркологи патологиллӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата Улатӑр хулисенче уйрӑмах йышлӑ шута илнӗ.
Ҫамрӑксем психоактивлӑ япаласем усӑ курассин профилактика тесе специалистсем ятарлӑ тест ирттернине калаҫҫӗ. 2011 ҫултанпа тест витӗр 13,5 пин студентпа вӗренекене кӑларнӑ.
Республика Элтеперӗ хӑрушлӑх категорийӗнчи тата тест тухма килӗшмен ҫамрӑксемпе уйрӑмшар ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. «Лару-тӑру лайӑхланмасть, ҫӗнӗ препаратсем тухаҫҫӗ, чӗнсе каланипе кӑна май килмӗ. Наркотик сутакан канмалли заведенисен хуҫисене тӗрлӗ мелпе хӗсмелле», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Пушӑн 12-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта, Юханшыв урамӗнче Чечняра паттӑрла вилнӗ Алексей Владимиров ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫамрӑк ҫак ҫын ҫутҫанталӑк илемӗпе нумай киленеймен — 20 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Алексей Николаевич 1974 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ. Ҫак хулари ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Баранов каланӑ тӑрӑх, училищӗрен вӗренсе тухсан салтака кайнӑ. Ӑремпура лекнӗ. Ҫулталӑкран ӑна Самар облаҫӗнчи Черноречье поселокне янӑ. 1994 ҫулта Алексей Ҫурҫӗр Кавказа лекнӗ. Ҫав ҫулхи Ҫӗнӗ ҫулхи каҫхине Алексей Владимировӑн полкӗ Грозный хулинче пульлисем айне лекнӗ. Полкри мӗнпур салтак тенӗ пекех пуҫ хунӑ. Вӗсен йышенче — Алексей Владимиров та. 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне ентешӗмӗр хыпарсӑр ҫухални пирки пӗлтернӗ. Амӑшӗ Юлия Николаевна ывӑлӗсене ҫухатнӑ ытти хӗрарӑмпа пӗрле Грозный тата Ростов хулисене 5 ҫул ҫӳренӗ, хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шыранӑ. 5 ҫултан Алексейӑн ӳтне палланӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара илсе килсе йӑлапа килӗшӳллӗн пытарнӑ.
Мемориал хӑмана ҫакнӑ ҫӗре 11-мӗш шкул вӗренекенӗсем те пынӑ, паттӑра хисеплесе пӗр минут шӑп тӑнӑ.
Чӑваш Енре «Хӗрарӑмсен чи лайӑх канашӗ» конкурсӑн пӗтӗмлетнӗ. Пушӑн 6-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул ҫумӗнче Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсен республикари правленийӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвне шӑпах унта ҫирӗплетнӗ.
Кӑҫал Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева саламланӑ май вӗсем ҫанӑ тавӑрса ӗҫленине палӑртнӑ. Хӗрарӑмсен канашӗн членӗсем ҫивӗч ыйтусемпе ӗҫлеҫҫӗ. Любовь Дмитриева хӗрарӑмсен канашӗ хула пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ.
Кунсӑр пуҫне конкурсра Чӑваш Енри хӗрарӑмсен ытти юхӑмне те палӑртнӑ. Тӗслехрен, «Ҫемье йӑлине тата пуянлӑхне упрасси, ҫирӗплетесси» номинацире Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗ ҫӗнтернӗ. «Тӑван ене юратнӑшан, упранӑшӑн» номинацире Етӗрне районне палӑртнӑ. Сыва пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗрарӑмсен канашне палӑртнӑ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫине тата наминацире палӑрнисене ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн ырӑ кӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ.
«Хӗрарӑмсен пултарулӑхӗ чикӗсӗр — 2014» проект пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енри тӗрлӗ хуларан, районтан 19 ҫын килнӗ. Жюри вӗсенчен 11 финалиста суйланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсемпе чысланӑ. Жюри — Игорь Милосердов, Дмитрий Капустин, Алексей Белов — проекта хатшӑнакансене тав сӑмахӗ каланӑ.
Финалистсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ҫӗнӗ Шупашкарти Абукина Татьяна Витальевна, Александрова (Самойлова) Татьяна Вячеславовна, Павлова Светлана Станиславовна, Комсомольски районӗнчи Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи Алексеева Ираида Николаевна, Шупашкарти Борисова Наталия Викторовна, Мартынова Татьяна Валерьевна, Кӳкеҫри Кутузова Наталия Юрьевна, Ҫӗмӗрлери Лаптева Ольга Константиновна, Плахова Юлия Валерьевна, Комсомольски ялӗнчи Митюкова Людмила Аркадьевна, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи Коробко Татьяна Михайловна. Кашнинех хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Проект йӗркелӳҫисемпе сывпуллашнӑ чухне конкурсҫӑсем вӗсене тав тунӑ, ҫитес ҫул ҫак проект пирки хӑйсен пултаруллӑ юлташӗсене каласа кӑтартма, явӑҫтарма тӑрӑшма шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |